Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Патӑрьел районӗ

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел округӗнчи Илдар Белалов 2018 ҫулта хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Ун чухне вӑл ӗҫе пуҫӑннӑ фермерсен конкурсӗнче ҫӗнтерсе патшалӑхран 3 миллион тенке тивӗҫнӗ. Шӑпах ҫак укҫа пысӑк хуҫалӑх патне ҫитмелли пӗрремӗш утӑм пулса тӑнӑ.

Сакӑр ҫулта Илдар патшалӑхран виҫӗ хутчен пулӑшу илнӗ. 2022 ҫулта ӑна 15 миллион тенкӗлӗх грант панӑ, ку укҫапа вӑл 100 пуҫ выльӑх туянса ферма тума тытӑннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан вара вӑл патшалӑхран 18 миллион тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа фермер выльӑх-чӗрлӗх комплексне хӑпартма пуҫланӑ.

Паянхи кун Илдар Белалов хуҫалӑхӗнче – 133 выльӑх, 2025 ҫулта унӑн хуҫалӑхӗнче 58,3 тонна аш-какай туса илнӗ.

Ӗҫлес тесен темле майпа та ӗҫлеме пулать ав. Илдар Белалов – питӗ лайӑх тӗслӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31432
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ипподром ҫӑлтӑрӗ хуҫине сасӑлав участокне илсе ҫитернӗ. Ҫапла, республикӑра паян участока лашапа пынӑ тӗслӗх те пулнӑ.

Александр Попов Патӑрьел округӗнчи 2413-мӗш суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар, ӑна унта тӑватӑ ураллӑ шанчӑклӑ тусӗ, Апогей ятлӑ лаша, илсе ҫитернӗ.

Апогей Ҫӗньял ялӗн ипподромӗн ҫӑлтӑрӗ шутланать. Вӑл 48 хутчен старта тухса 23 хутчен ҫӗнтернӗ.

Палӑртса хӑварар: унӑн хуҫи Александр Попов тӑтӑшах лаша турнирӗсем ирттерет: Питравра, Акатуйра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31369
 

Экономика

Патӑрьел округӗнче туса кӑларакан чипс Китай рынокне тухасшӑн. Хальхи вӑхӑтра Анат Туҫа ялӗнчи фермер Валерий Кузнецов хӑйӗн «Чебо» продукцийӗпе Китайра пӗтӗм тӗнчери SIAL Guangzhou куравра паллаштарать.

Унта чӑваш чипсне Кӑнтӑр Китайри ҫынсем, пысӑк закупщиксем тутанса пӑхаҫҫӗ, сӑнаҫҫӗ. Кайран, тен, туянма та тытӑнӗҫ.

Китая тухас ҫул темиҫе уйӑха тӑсӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗнче унти делегаци ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче пулнӑ, килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Халӗ ав калаҫу ӗҫссем патне ҫитнӗ.

Чипс туса кӑларас производствӑна патшалӑх та аталантарма пулӑшнӑ. 2025 ҫулта кооператива 5,9 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ, унпа оборудовани туяннӑ. Кӑҫал та предприятие укҫа тивӗҫнӗ: 1,7 миллион тенкӗ. Ҫапла майпа «Чебо» продукцин ҫӗнӗ рынока тухма майсем уҫӑлнӑ.

Мӗнех, Китай ҫыннисене чӑваш чипсӗ килӗшессе, вӗсем ӑна туянма пуҫласса шанатпӑр.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Гузелия Сафина каллех Forbes рейтингне лекнӗ. Хальхинче вӑл 400 миллион долларпа танлашакан капиталӗпе 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Гузелия Сафина – ТАИФ правлени председателӗн тӗп канашҫи. Вӑл ҫӗршыври чи пуян хӗрарӑмсен списокне 11-мӗш хут лекнӗ.

Палӑртса хӑварар: Гузеляи Сафина Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Чишма ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Карьерине бухгалтертан пуҫӑннӑ, 1990 ҫулсенче вара ТАИФ ушкӑнӗн тӗп финансисчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Пирӗн ентеш Forbes рейтингне 2014 ҫултанпа (2022-2024 ҫулсемсӗр пуҫне) кӗрет.

Сӑмах май, пӗлтӗр Гузелия Сафина тӑван ялӗнче парк хута янӑ. Вӑл ҫак ӗҫ пуҫаруҫи тата спонсорӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30981
 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫумӑр нумай ҫӑвать пулин те Чӑваш Енри аграрисем алӑ усмаҫҫӗ – вырма ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне кӑтарту япӑхах мар темелле – тӗш тырӑн 40 процентне пухса кӗртнӗ.

Лаптӑкпа илес тӗк ку 97,6 пин ытла гектарпа танлашать. Хальччен 350 пин ытла тонна тырӑ ҫапса илнӗ, тухӑҫӗ пӗр гектартан 35,8 центнерпа танлашать.

Тухӑҫ енӗпе Красноармейски районӗ малта. Вал сборӗ Патӑрьел районӗнче ытларах. Ҫӗрпӳ, Куславкка тата Канаш районӗсем те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.

Вырма ӗҫе пынӑ вӑхӑтрах пахча ҫимӗҫ, ҫӗрулми, рапс тата горчица пухса кӗртеҫҫӗ, куккуруса силоса хываҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне кӗрхисене акма тытӑннӑ – хальхи вӑхӑтра 6,7 пин ытла гектар акнӑ – ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19628
 

Чӑваш чӗлхи
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак эрнере, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетнӗ.

Мероприятие Любовь Титова, Елена Анюрова, Наталия Путякова, Светлана Никитина, Ольга Каллина вӗрентекенсем тухса калаҫнӑ.

«Паянхи пурнӑҫра вӗрентекен умне тухса тӑракан тӗрлӗ ыйтусене хускатрӑмӑр, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх пӗрлешӗвӗн ҫитес ҫулӑн ӗҫлӗ планне йышӑнса хӑвартӑмӑр. Ӗҫре палӑрнӑ пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртса саламларӑмӑр, кашнин сӗнӗвне шута илсе малашне те пӗр шухӑшлӑ, хастар пулма, пӗр тӗллевпе, меслетсемпе, майсемпе, тӗрлӗ воспитани ҫул-йӗрӗпе пӗрле ӗҫлесе-шухӑшласа, методика сӗнӗвӗсене тивӗҫтерсе вӑй хума калаҫса татӑлтӑмӑр», — тесе ҫырнӑ лару пирки асӑннӑ тӑрӑхри Ыхра Ҫырминчи шкул учителӗ Светлана Кулакова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-201526545_57663
 

Чӑвашлӑх
МАХри "Хыпар - Вести Чувашия" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар - Вести Чувашия" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хальхи вӑхӑтра нумай чӑваш ялӗнче ачасем мӗн пӗчӗкрен вырӑсла калаҫса ӳсеҫҫӗ. Уншӑн вӗсем айӑплӑ мар-ха: ывал-хӗрне аслисем, ашшӗ-амӑшӗ, ют чӗлхепе калаҫтарать.

Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче вара вырӑсла калаҫакан ҫемьесем хальлӗхе пӗр-иккӗрен ытла мар-мӗн.

Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 37 ҫул ӗҫлекен Светлана Никитина «Хыпар» издательство ҫуртне ҫапларах каласа кӑтартнӑ: «Пирӗн ялти ҫынсем — тӗп хуларан аякран пурӑннипе-ши — вырӑсланман-ха. Пӗр-икӗ ҫемьере килте вырӑсла калаҫаҫҫӗ, ыттисем — чӑвашла».

Чӑваш чӗлхи вӗрентекен калашле, «килте пӗр-пӗринпе вырӑсла хутшӑнма тытӑнни — пысӑк чӑрмав, мӗншӗн тесен ачан ӑс-тӑнӗ, тавра курӑмӗ чи малтан ҫемьере аталанать. Ҫапла майпа ӑруран ӑрӑва куҫакан чӗлхе татӑлать».

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи Пӑлакасси ялӗнче паян канализаци тасатнӑ хыҫҫӑн 1 ҫын вилнӗ, 4-шӗ больницӑра сипленет

Ҫакӑ паллӑ: предприятире 5 рабочи канализаци тасатнӑ, ҫавӑн чухне вӗсем наркӑмӑшланнӑ. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, пӗрин пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлайман.

Иккӗшӗн сывлӑхӗ йывӑр, вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе каясшӑн. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «Патӑрьел беконӗ» предприятин «Авангард» филиалӗнче пулма пултарнӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Объектра ӗҫ сыхлавӗшӗн тата хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнассишӗн камсем яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумалановӑн «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авторӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2025 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ кӗнеке тиражӗ — 1510 экземпляр.

Анна Тумаланова (Езюкова) 1956 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филолог пӗлӗвеллӗскер Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ (1977–2003), Йӗпреҫ районӗн «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатӗнче пай редакторӗ (2003–2007) пулса ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумаланова пирки прозаик, сӑвӑҫ, драматург тесе пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall391792345_8770
 

Персона
https://рус.энциклопедии.наследиечувашии.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://рус.энциклопедии.наследиечувашии.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Николай Селиванова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 84 ҫулти хисеплӗ ватта сума сӑвасси ҫинчен калакан Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.

Николай Васильевич — Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветерансен канашӗн Патӑрьел районӗнчи организаци членӗ.

Николай Селиванов 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен тата Мускаври Профсоюз юхӑмӗн аслӑ шкулӗнчен экономиста вӗренсе тухнӑ.

Ӗҫ биографине «Герой» колхозри кӗтӳҫрен пуҫланӑ, унтан Юхмара транспорт бригадин бригадирӗ пулнӑ. 1982-1983 ҫулсенче «Герой» колхозра профком председателӗнче ӗҫленӗ. Унтан ӑна КПСС райкомӗнче пропагандӑпа агитаци пайӗнче инструкторта тӑрӑшма шаннӑ. 1985 ҫултанпа вӑл ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн райкомне ертсе пынӑ. 1996-2000 ҫулсенче Патӑрьел районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте тӑрӑшнӑ. 2005 ҫултанпа Мускаври «ВИА-Строй» строительство организацийӗн гендиректорӗнче тӑрӑшнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 02

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
108
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
26
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын